Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Юрлатăп юрату çинчен»

Шупашкарти «Новое время» типографире нумай пулмасть çакăн пек ятлă çĕнĕ произведени кун çути курчĕ. Авторĕ – республикăри хаçат-журнал редакцийĕсен тата Чăваш радио передачисен штатара тăман сотрудникĕ Геннадий Александрович Савельев, Кĕнеке пачах хулăн мар:124 страницăран тăрать, тиражĕ 300 экземпляр. Ăна пичетлесе кăларма вăл хăйĕн укçине те шеллемен.

Çакна та палăртса хăварăпăр: кăçал Ямашри Г.Савельев 60 çул тултарчĕ. Çавна май унăн черетлĕ пиллĕкмĕш кĕнекине те шăпах 60 сăвă-юрă кĕнĕ. Сăвăсен содержанийĕсене кура тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксене те меллĕ вырнаçтарнă, юрăсем çумĕнче нотăсем те пур. Ăна алла илсе тĕплĕн вуласан пирĕн ума Тăван çĕр-шыв, атте-анне тухаççĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2010
00:00
Поделиться
;