Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура çурчĕсене юсаса çĕнетеççĕ

Тавăт тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем хăйсем патĕнчи çурт-йĕре тĕпрен юсаса çĕнетмелли конкурсра мала тухнă. Культура çурчĕсене юсассипе ирттернĕ уçă аукционра хуçалăхсем хушшинчи «Аликовская» строительство организацийĕ тата «РАС» фирма çĕнтернĕ. Элĕк строителĕсем Тавăтри культурăпа кану центрне юсаççĕ, «РАС» вара Чăваш Сурăмĕнчи культура çуртне çĕнетет.

Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем анлă саралнă. «Рас» фирма Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕн тăррине юсассипе пикенсех ĕçлет. «Аликовская» строительство организацийĕ Тавăтри культурăпа кану центрĕнчи фойепе тата кружоксен пÿлĕмĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Юсав ĕçĕсем кăçалхи юпа уйăхĕнче вĕçленмелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2010
00:00
Поделиться
;