Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулакансем кĕнеке парнелеççĕ

Паянхи кун Элĕкри тĕп вулавăшри кĕнекесен фончĕ 30 пин экземпляртан та иртет. Вулакансем валли илемлĕ литература та, тĕрлĕ отрасльсен кĕнекисем те хушăнсах пыраççĕ. Вулавăшсен фончĕ кăçал 85 пин те 912 тенкĕлĕх çĕнĕ кăларăмсемпе пуянланнă. Укçи-тенкине федераци бюджетĕнчен те, республикăран та уйăрнă.

Кĕнекесен фондне пысăклатассипе библиотекарьсем хăйсем те нумай тăрăшаççĕ. Вĕсем çулсеренех «Кĕнекесем – вулавăша парне» ыр кăмăллăх акцине ирттереççĕ. Кăçал акă Г.Михайлов, С.Иванова, И.Гаврилова тата ытти вулакансем Элĕкри тĕп вулавăшăн фондне пуянлатассипе самай пысăк тÿпе хывнă. Анчахрах кăна Асаматри педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. Михайлова 150 кĕнеке парнеленĕ. Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен ĕçченĕ Е. Никитина вулавăша «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») журнал çырăнса панă тата юрату çинчен калакан кĕнекесен ярăмне парнелеме кăмăл тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2010
00:00
Поделиться
;