Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх ятне тепĕр хут çирĕплетрĕç

2009 çулхи кăрлач – 2010 çулхи çу уйăхĕнчи тапхăрта республикăра илемлĕх пултарулăхĕпе юрă-ташша юратакан пĕрлешÿсен смотрĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ Чăваш Енри культурăпа кану учрежденийĕсем унччен çĕнсе илнĕ. Халăх ятне тепĕр хут çирĕплетесси пулчĕ.

Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ятарлă комисси смотр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Илемлĕх пултарулăхĕпе юрă-ташша халăх хушшинче анлă сарнăшăн, ку енĕпе ăста та пултаруллă ĕçленĕшĕн пирĕн районти 5 коллектив çак хисеплĕ ята тепĕр хут çирĕплетрĕ. Кусем вĕсем – районти культурăпа кану центрĕнчи бал ташшисен «Грация» ансамблĕ, «Валинке» фольклор ансамблĕ, Элĕкри халăх театрĕ, Çирĕккасинчи «Ахпай» фольклор ансамблĕ тата Татмăшри халăх театрĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 сентября 2010
00:00
Поделиться
;