Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Сурăмĕнче – уй-хир кунĕ

 Чăваш Енпе Германи хамăрăн тăван республика ял хуçалăхне аталантарассипе пĕрлехи килĕшÿ тунăччĕ. Ăна пурнăçласа «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче «уй-хир кунĕ» иртрĕ. Унăн теми – «Силослăх кукурузăна çитĕнтерсе пухса кĕртесси».

Семинара пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Димитриев саламларĕ. Кун хыççăн пурте кукуруза уйне çул тытрĕç. Чăвашсурăмсем «уй-хир патшин» 6 сортне çитĕнтереççĕ иккен, ку культурăпа сăнавсем ирттереççĕ. «КВС» фирма менеджерĕ В.Ивахненко  кукурузăна çитĕнтермелли технологипе паллаштарчĕ. Семинарта пулнисем выльăх апачĕ пухса кĕртмелли «Ягуар» комбайна ĕçре курчĕç.

«Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Иван Игнатьев çитес çул кукурузăна 250 гектар акса çитĕнтерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 сентября 2010
00:00
Поделиться
;