Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравра – пичет кăларăмĕсем

Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче хăйне евĕр курав уçăлнă. Унта кивĕ тата çĕнĕ пичет кăларăмĕсемпе паллашма пулать. Вĕсен йышĕнче – «Хыпар» (1906 ç.), «Искра» (1900 ç.), «Правда» (1912 ç.), «Колхоз ялавĕ» (1934 ç.), «Канаш» (1937 ç.), «Чăваш коммуни» (1948 ç.), «Коммунизм ялавĕ» (1961 ç.), район хаçачĕсем. Выставкăра пурĕ – 155 хаçат. Куравра Мари, Тутар, Пушкăрт, Дагестан, Бурят республикисен, Ульяновск, Самар, Волгоград облаçĕсен пичет хаçачĕсем пур. Музейра çавăн пекех «Пирĕн журналистсем» стенд йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ çулта пичетленнĕ журналсем те куракансемшĕн  интереслĕ.



"Хыпар"
11 сентября 2010
00:00
Поделиться
;