Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕрсене çĕнетеççĕ, сурăхсем ĕрчетĕççĕ

Кăçал Ураскилт ял тăрăхĕнче «Ылтăн çăм» агрофирма тулли мар яваплă общество ĕçлеме тытăннă. Агрофирма хăйĕн ĕçне унччен усă курман çĕрсене çĕнетессинчен пуçăннă. Пĕтĕмпе 499 гектар лаптăка хатĕрленĕ. Кунпа пĕрлех сурăх фермине юсассипе те ĕçленĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче фермăна «эдильбай» ăратлă 206 сурăх илсе килнĕ. Вĕсем валли апат çителĕклĕ: утă, улăм, концентратсем, шыв янтăланă. Ăратлă сурăхсене пăхма ятарлă çынсене çирĕплетнĕ.

«Ылтăн çăм» агрофирма 2014 çул тĕлне сурăхсен йышне тăватă пине çитерме тăллев тытнă.

Сурăх ĕрчетесси - çăмăл ĕç мар. Апла пулин те тăрăшсан, çирĕп тĕллев тытсан ăнăçу пулатех.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2010
00:00
Поделиться
;