Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илеççĕ, çурт-йĕр çĕклеççĕ

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе малалла та пырать. Çавна май уйрăм çынсем кредитсем илсех тăраççĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра ял çыннисене 22 миллион та 779 пин тенкĕлĕх 182 çăмăллатнă кредит панă. Раççей перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ 122 çынна кредитпа тивĕçтернĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă 59 çын кредит, «Согласие» урлă пĕр кредит илнĕ.

Çăмăллатнă кредитсемпе ытларах Элĕк, Крымсарайккă, Тени, Мăн Вылă ял тăрăхĕсенче пурăнакансем усă кураççĕ.

Наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа районĕпе пурĕ 254 миллион та 397 пин тенкĕлĕх 1978 кредит илнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2010
00:00
Поделиться
;