Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул федераци программине пурнăçлать

Аслă вĕренÿ  заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисене шкулсенче ĕçлеттерес тĕллевпе РФ Правительстви кашни çамрăк специалиста 500 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрса пама палăртнă. Патшалăхăн çак пулăшăвне 2009-2010 çулсенче аслă шкул пĕтернисем илме пултараççĕ.

Чăваш Республикинче тин кăна ĕçе пуçăннă 10 вĕрентекене хавхалантарма пăхнă. Вĕсенчен пĕри – пирĕн районтан. Ку вăл – Юнтапа шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен Анатасия Столярова. Вăл кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра акăлчан урокĕсене 5,7,8 тата 9 классенче ирттерет.

Чÿк уйăхĕнче шкулсемпе килĕшÿ тунă кашни çамрăк специалиста 250 пин тенкĕ уйăрса параççĕ. Ытти пайĕ 2011 çул вĕçĕнче пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2010
00:00
Поделиться
;