Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Вулакан парк» - çĕнĕ проект

Ачасемпе çамрăксен, ашшĕ-амăшĕн пушă вăхăта епле ирттермелле? Вĕсем кĕнеке вулаччăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Элĕкри тĕп вулавăш «Вулакан парк» проект хатĕрленĕ. Культурăпа кану, А.Г. Николаев ячĕллĕ парксенче тата Элĕк салинчи фонтан çумĕнчи лапамра çуллахи вулав залĕсем ĕçленĕ. Унта кашни иртен-çÿрен интереслĕ журналсемпе паллашма, тĕрлĕ конкурс-викторинăна, вăййа хутшăнма пултарнă.

Куçса çÿрекен вулав залĕ 4 уйăх ĕçленĕ. Кунсерен 20 ытла çынна «чун çимĕçпе» тивĕçтернĕ.



"Хыпар"
25 сентября 2010
00:00
Поделиться
;