Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене – свидетельствăсем

Район администрацийĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вĕсен членĕсен çемйисене пурăнмалли çурт-йĕр (хваттер) туянма (çурт-йĕр туянма е сутăн илме) пĕр вăхăтлăх укçа илмелли социаллă тÿлев свидетельствисене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Ку хаклă хута Аслă вăрçăн 3 ветеранĕпе упăшкисемсĕр тăрса юлнă 25 тăлăх арăм тивĕçрĕç.

Свидетельствăсене тыттарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев ветерансене çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, тылра ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Куликов ыйтусене хуравларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2010
00:00
Поделиться
;