Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк хунавсем лартрĕç

Хальхи вăхăтра шăп та шай йывăçсем лартмалли уйăхлăх пырать. Çав ятпа Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулти 5 «б» класра вĕренекен ачасем пурте кар тăрса вĕренÿ учрежденийĕн картишне тухрĕç. Пилĕк çул каярах, пĕрремĕш класс пĕрремĕш хут килнĕ чухне, Тамара Чашкова вĕрентекен ертсе пынипе, вĕсем хăйсене тата ытти ăрусене асăнмалăх çамрăк хунавсем лартса хăварнă. Çут çанталăкăн тĕрлĕ сăлтавĕсене пула, паллах, пурте тымар ярса çитĕнеймен. Пиллĕкмĕшсем, кĕрхи уйăхлăха хутшăнса, хăрнă тымарсене тасатрĕç, вĕсен вырăнне пилеш, хурăн тата ытти йывăçсен хунавĕсене лартрĕç. Вĕренекенсен ку  ĕçре класс ертÿçи Наталья Толмачева, технологи предметне вĕрентекен Геннадий Михайлов пулăшса пычĕç. Йывăç лартас ĕçе Ехремкассинчи Станислав Орлов та хутшăннă. Пиллĕкмĕшсене вăл йывăç лартмалли меслетсене хăнăхтарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 сентября 2010
00:00
Поделиться
;