Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренмелле

Леонид Читнаев Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа вăхăт нумаях иртмерĕ. Апла пулин те хăш-пĕр улшăнусем куç умĕнчех. Район усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçлет, кĕрхи культурăсене те планпа пăхнинчен ытларах акнă. Л. Читнаев вулакансене паян районти социаллă экономикăн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

- Элĕк районĕ тÿррĕмĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннă, - пуçларĕ калаçăва Леонид Анатольевич. – Шăрăх та типĕ çанталăка пула тыр-пул тухăçĕ 9,6 центнерпа кăна танлашрĕ. Çавах та пуçа усмалли çук, кĕрхи культурăсем пысăк шанăç панине шута илсе пулас тыр-пул никĕсне хывас тĕлĕшпе «Новый путь», «Звезда», хуçалăхсем, «Алмаз» общество, Журавлев фермер хуçалăхĕ, «Колос» общество ăнăçлă ĕçлерĕç. Кĕрхисене районĕпе 3720 гектар ытла акса хăварнă. Ку вăл планпа пăхнин 106, 2 проценчĕ пулать. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси – тĕп ĕçсенчен пĕри. Районĕпе илсен, кăçал пурĕ 6600 гектар сухалама палăртнă. Паянхи куна мĕн пăхнин алă проценчĕ ытла ĕçе кĕнĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кăçалхи сакăр уйăхра ял çыннисене 22 миллион та 779 пин тенкĕлĕх 182 çăмăллатнă кредит панă. Унпа ял çыннисем ял хуçалăх техникипе ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, сарай тăваççĕ.

- Паянхи кун ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Çавах та камсене тĕслĕх вырăнне хума пултаратăр?

- «Новый путь» хуçалăх районта чи кăтартуллисенчен пĕри. «Звезда» хуçалăха та ырăпа асăнмалла. Кунта Валерий Константинов ертÿçĕре ĕçлеме пуçланăранпа ырă улшăнусене кăна курма май пулать. Ураскильт тăрăхĕнчи «Ылтăн çăм» агрофирма ăратлă 206 сурăх илсе килнĕ. 2014 çул тĕлне  сурăхсен йышне тăватă пине çитерме тĕллев лартнă. Çавăн пекех ку агрофирма унччен усă курман ĕçре лаптăкĕсене çĕнетессипе те лайăх ĕçлет – пилĕкçĕр гектар майлă сухаланă. Сергей Волковпа Владимир Журавлев тата Геннадий Исаев фермерсем «иккĕмĕш çăкăра» тухăçлă туса илес тĕллевпе çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ, çулсерен çĕнĕ техникăна туянаççĕ.

- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Япала хакĕ те ÿсет. Ялта пурăнакана кил-çурт çĕнетме, ача-пăчана пăхса ÿстерме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Шалу тивĕçтерет-и?

- Укçасăр пĕр утăм та тума тăваймастăн. Пысăк шалу та хăвăртах пĕтет тепĕр чух. Районĕпе илсен вăтам ĕç укçи 8971,4 тенкĕпе танлашать. Ÿсĕм 5,6 процент. Пытармалли çук, ял хуçалăх предприятийĕсенче вăтам шалу 5826, 6 тенкĕ пулнă. Сахалтарах ку. Çавăнпа та ĕç укçине ÿстерессипе майсем ытларах шырамалла, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма пулăшмалла.

- Вĕрентÿ ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăрасшăн. Вĕрентекенсем хăйсен пĕлÿ шайĕпе тивĕçтереççĕ-и? Шкул коллективĕсем çĕнĕлĕхсене тĕпе хываççĕ-и?

- Районта 216 учитель. 97,2 процент аслă пĕлÿллĕ. Вĕрентекенсенчен 9,2 проценчĕ чи пысăк категориллĕ. Палăртма кăмăллă, аттестаци витĕр тухнă педагогсен йышĕ хушăнсах пырать.

Лайăх пахалăхлă пĕлÿ илме услови туса парас тĕллевпе Юнтапари вăтам шкул бази çинче вĕрентĕве индивидуализацилес технологисен апробацийĕ енĕпе 2009 çулхи июльтен пуçласа 2012 çулхи декабрьччен республика шайĕнчи экспериментлă лапам уçнă. Районти «Вĕрентĕве аталантармалли федераллă институт» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн экспериментлă лапамне Питĕшкасси, Юнтапа, Тавăт шкулĕнче кĕртнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Элĕкри, Тавăтри, Юнтапари, Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулсенче профильлĕ вĕрентĕве лайăх йĕркелерĕç. Вĕренекенсем пулас професси илме кирлĕ предметсене тарăннăн вĕренеççĕ.

«Шкул автобусĕ» программа ачасене пултарулăх, ăс-хакăл, спорт енĕпе аталанма пулăшать. Юлашки çулсенче олимпиадасене, ăмăртусене, конкурссене хутшăнакан йышĕ ÿсрĕ. Ачасен алă проценчĕ ытла спорт шкулĕсене, кружокĕсене çÿрет. Тавăтри вăтам шкулта «Сывă шкул» программа пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал Питĕшкасси шкулне çĕнĕ автобус килĕ.

- Пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăраймăр-ши?

- Кăçалхи 7 уйăхра пĕчĕк предпринимательство ĕçĕпе 1206 çын вăй хунă, çав шутран харпăр хăй предпринимательсем 461 çын пулнă. Районта пĕчĕк предпринимательствăпа ĕçлекен 52 предприяти шутланнă, ку шутран 8-ăшĕ – хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Предприятисем (хресчен-фермер хуçалăхĕсемсĕр) 40,6 миллион тенкĕлĕх тавар ăсатнă тата пулăшу панă: «Строймонтаж» тулли мар яваплă общество 14,7 миллионлăх, «Аликовская» строительство организацийĕ 1,7 миллионлăх, «Алиководорстрой» акционер обществи 8,4 миллионлăх, «Строитель» тулли мар яваплă общество 4,2 миллионлăх, «Тепловодоканал» тулли мар яваплă общество 7,9 миллион тенкĕлĕх.

- Самана ыйтни ку: строительство  ĕçĕсĕр малашне кайма йывăр.

- Çичĕ уйăхра районта укçа-тенкĕ мĕн пур çăл куçĕсемпе усă курса 62 пурăнмалли çурт хута янă, пĕтĕмĕшле лаптăк – тăхăр пин тăваткал метр ытла. Ку вăл пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 26, 5 процент нумайрах. Элĕк салинче халĕ тăхăр хваттерлĕ икĕ çурт çĕкленет. Шĕмшешре те пушă ларнă икĕ хутлă çурта юсассипе ĕçсем пуçлăпăр. Тавăтпа Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче комплекслă çурт-йĕр тăвас программа ăнăçлă пурнăçланать. Юнтапа салинче пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ уçăлчĕ.

Кăçалхи 6 уйăхра çул-йĕр ĕçĕсене 9417,1 пин тенкĕлĕх  пурнăçланă, çакă çулталăкри ĕçсен 46, 3  проценчĕ пулать. Çулсене юсас ĕçсене районта лайăх йĕркеленĕ.

 - Пытармалли çук, хальхи вăхăтра ĕçсĕр çынсене те курма пулать. Халăха ĕç тупса парас тĕлĕшпе мĕн тăватăр?

- Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлнă 78 çынна шута илнĕ (пĕлтĕрхи 7 уйăхринчен 29 çын сахалтарах). Ĕçлеме пултараканнисенчен,72 проценчĕ - ĕçсĕррисем. Района халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăсене пурнăçласси малалла пырать. Çичĕ уйăхра 425 ĕçсĕр çына ĕçе вырнаçтарнă, 59 çынна профессии илме тата тепĕр хут вĕренме янă. «Пĕрремĕш  ĕç вырăнĕ» программăпа профессии пĕлĕвне илнĕ 18-20 çулсенчи ĕçсĕр 2 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр 1627 граждана, çав шутран шкул ачисене те профессии хăнăхăвĕ илессипе патшалăх пулăшăвĕ панă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннине шута илнĕ 4 ĕçсĕр çынна вăхăт çитичченех пенсие кăларнă. 386 ĕçсĕр граждана социаллă тÿлев уйăрса пан.

Çурла уйăхĕн  1-мĕшĕ тĕлне республикăн тĕллевлĕ программипе 45 ĕçсĕр граждан харпăр хăй ĕçне йĕркелеме каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Çакăн пек пулăшупа çулталăкра тата тепĕр 42 ĕçсĕр граждан усă курĕ.

- Право йĕркине сыхласси, преступленисене уçса парасси тивĕçтерет-и?

- Январь-июльте районта криминаллă лару-тăру çивĕчленсех кайман: 134 преступление шута илнĕ (пĕлтĕрхи 7 уйăхра - 158). Шута илнĕ преступленисенчен 24-шĕ (17,9 процент) йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем. Преступленисен 97,1 процентне уçса палăртнă. Кăтарту япăх мар.

- Малашлăх çинчен пĕр ик сăмах калаймăр-ши?

- Кашни çемьене тулли пурнăçпа пурăнтарасси маншăн тĕп тĕллев. Çапла пулма кашнин вăй-хала шеллемесĕр ĕçлемелле, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренмелле. Пирĕн пуласлăх хамăртан нумай килет. Çавăнпа та ыранхи пирки ытларах шутласчĕ, ашшĕ-амăшĕн ачисен пуласлăхĕшĕн тăрăшасчĕ.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 сентября 2010
00:00
Поделиться
;