Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тимĕрçкассисем – тирпейлĕхшĕн

Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Тимĕрçкассинче пурăнакан граждансен пухăвĕ иртнĕ. Унта халăха пăшăрхантаракан темиçе ыйтăва сÿтсе явнă. Чи çивĕччи вăл – ял хыçĕнчи пĕвене тасатасси. Пухура пулнисем ку ыйтупа савăнсах килĕшнĕ. Пĕвене тасатассине Йăлкăш  ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй çине илнĕ, тимĕрçкассисем вара килсерен пĕрер пин тенкĕ пухма йышăннă.

Ял çыннисем шывсăр анрасах çитмен-ха – колонкăсем ĕçлеççĕ. Çапах пушар е ытти инкек-синкеке пÿлме пĕве кирлех. Ÿлĕмрен Тимĕрçкассинче таса пĕвесем пулаççех.

Пухура урамсемпе çырма-çатрана тасатса тирпейлессине те пăхса тухнă.  Çĕр пайĕпе туллин усă курассине сÿтсе явнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 сентября 2010
00:00
Поделиться
;