Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк «Кулибинĕсем» - республикăри конкурсра

Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн çÿрекен техника ăсталакансен «21-мĕш ĕмĕр Кулибинĕ» конкурс иртнĕ. Ăна Раççей машиностроителĕсен союзĕ йĕркеленипе «Трактор завочĕ» концерн пуçарнипе тата ЧР Ял хуçалăх, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствисем пулăшнипе ирттернĕ.

Конкурсра Элĕксем те – Валерий Терентьев, Иван Семенов, Анатолий Корнилов хăйсем маçтăрланă техникăна кăтартнă. Сурăмпуç Мучикассинчи В.Терентьев «трактор техники» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнса 10000 тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Вăл конкурсра ВАЗ-2105 двигателĕпе усă курса хатĕрленĕ трактор, кăкармалли çурма прицеп, 3 корпуслă плуг, бульдозер кĕреçине тăратнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 октября 2010
00:00
Поделиться
;