Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Хут çĕленсем» вĕçтернĕ

Пирĕн республикăра 2006 çултанпа «Хут çĕленсем» фестиваль йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Çĕнĕ Шупашкарти ипподромра пулнă. Ăна пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр – Андриан Николаев космонавт кубокне çĕнсе илес тĕллевпе ирттереççĕ. Ку енĕпе шкул ачисем хушшинче ятарлă спартакиада пырать, кăçал вăл çиччĕмĕш хут иртнĕ.

Фестивале Чăваш Енри 16 команда хутшăннă (100 ачана яхăн). Кăçал унта Элĕкри ачасемпе çамрăксен центрĕнчи Сергей Степанов, Никита Никитин, Максим Михайлов пĕрремĕш хут хутшăннă та, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ачасене «хут çĕленсем» вĕçтерме ку шкулти «йывăçран эрешсем ăсталакансем» пĕрлешÿ ертÿçи Г.Михайлов хăнăхтарнă, унăн вĕренекенĕсем вара питех те тĕлĕнмелле «аэроçĕленсем» майлаштарнă. Шупашкартан элĕксем хисеп хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе таврăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 октября 2010
00:00
Поделиться
;