Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Опытпа паллашнă

Юнтапари культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем хăйсен ĕçтешĕсемпе – Куславкка районĕнчи Еметкинăри культурăпа социаллă центрĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Унта Юнтапа тата Еметкино ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăннă. «Кил» хуçисемпе хăнасем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, хăйсене валли нумай çĕннине илнĕ. Туслă калаçу хыççăн Элĕкри культурăпа кану центрĕн специалисчĕсем фольклор вăййисем кăтартас тĕлĕшпе мастер-класс йĕркеленĕ.

Çавăн пекех хăнасемпе хуçасем пĕрне-пĕри юрă-ташăпа савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 октября 2010
00:00
Поделиться
;