Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансен – çĕнĕ ертÿçĕ

Районти ветерансен организацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçин çумĕ Г. Терентьев отчет туса пачĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Сывлăхĕ хавшанипе А. Ананьев хăйне ертÿçĕрен хăтарма ыйтнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Районти ветерансен канашĕн ертÿçине Анатолий Тимофеева, унăн çумĕсем пулма Г. Терентьева тата А. Егорова суйларĕç. Республикăри ветерансен отчетпа суйлав конференцине кайма делегатсем суйласа хăварчĕç.

Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Читнаев, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Г. Григорьева тата ыттисем хутшăнчĕç. Леонид Анатольевич районăн социаллă-экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ йыша ÿсĕмсем тума вăй-хал сунчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2010
00:00
Поделиться
;