Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăнăçу никĕсĕ - пуçарулăхпа яваплăх

Элĕк районĕнчи потребительсен обществин хуçалăхĕ çултан çул тĕрекленсе, ят-сумĕ ÿссе пырать. Самана таппипе килĕшÿллĕн, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе ĕçленин витĕмĕ пысăк - Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче вăл чылай кăтартупа лидерсенчен пĕри. Кăçалхи иккĕмĕш кварталăн экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтерÿçĕ ятне темиçе хут та илтме тивĕç пулнă. Хуçалăха пĕтĕмĕшле аталантарнăшăн, ваккăн суту-илĕве, общество апатланăвне, хатĕрлев ĕçне аталантарнăшăн - пĕрремĕш, производствăна, йăлари пулăшу ĕçĕсене аталантарнăшăн иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Юлашки çулсенче республикăра кăна мар, Раççей Центросоюзĕн организацийĕсен хушшинче те пĕрре мар палăрнă.

Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе

Ăнăçу никĕсĕ - пуçарулăх, яваплăх, пасар экономикин саккунĕсене пĕлсе ĕçлени, халăхшăн тăрăшни. ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Ю.А.Харитонов чылай çул ертсе пыракан райпо ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал акă кризис тесе хăш-пĕр тăрăхра апат-çимĕç хакĕсене палăрмаллах ÿстерчĕç. Элĕкри кооператорсем çак çул çине тăмарĕç.

- Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне виçере тытса тăма тăрăшатпăр. Эпир сутакан çăкăр, макарон, сахăр, сĕт-çу, çăмарта, пурне те калаçтаракан хура тул кĕрпи республикăра чи йÿнни тесен те йăнăш пулмĕ, - палăртать Юрий Александрович. - Çакна та каламалла: лавккасенчи ассортиментăн пысăк пайне хамăр республикăра кăларакан продукцирен йĕркелетпĕр. Вĕсем паха, шанчăклă. Халăх Етĕрнери, Вăрнарти, Шупашкарти аш-какай комбиначĕсен, Шупашкарти «АККонд», чăх-чĕп, Муркашри чăх-чĕп фабрикисен, элеваторăн, ыттисен продукцине кăмăлласа туянать. Паян ял лавккисенче тавар темĕн тĕрли те пур - суйла кăна. Пысăкрах япаласене заявкăпа тÿрех илсе килетпĕр, леçсех паратпăр. Кăçал пулăшу ĕçĕсене татах анлăлатрăмăр. Шăрăх çанталăка пула кăткăс лару-тăрăва лекнĕ ял çыннисене йывăрлăхра тĕрев кирлех. Çакна шута илсе çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртрĕмĕр.

Çĕртме-утă уйăхĕсенчех тырă хатĕрлесе Элĕкпе Çĕмĕрле районĕсенчи халăха пĕлтĕрхинчен чылай ытларах /тĕслĕхе, тăхăр уйăхра кăна - 1200 тонна/ сутнă. Унсăр пуçне сăсăлпа, тырă хутăшĕпе, комбикормпа тивĕçтернĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх -утă сутма пуçлани. Ку выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çумăрсăр нушалантарнă шăрăх çанталăкра курăк типсе ларчĕ, выльăхсене хĕл каçармалăх утă-улăм хатĕрлеменнипе ĕнисене сутакансем те пулчĕç. Çакна пула килти хушма хуçалăхсенче выльăх шучĕ ан сахаллантăр, ял çыннисен пурнăç шайĕ ан чактăр тесе ĕнтĕ Элĕк райповĕ çĕнĕ ĕçе тытăннă. Вырăнти ял хуçалăх предприятисенче, Рязань облаçĕнче туяннă утта халăха сутаççĕ. Сăмах май Рязань облаçĕнчен кăна 100 тонна утă тиесе килнĕ, кирлĕ пулсан паян та заявка пама май пур.

Ял çынни, тĕпрен илсен, килти хушма хуçалăхра туса илекен продукцие вырнаçтарса тупăш тума тăрăшать. Райпон пулăшу мелĕсем ку тĕлĕшпе те витĕмлĕ. Сĕт, аш-какай пухассипе юлашки çулсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Сĕт пухасси чылай ÿснĕ. Хакне те палăртмаллах хăпартнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта халăхран сĕте литрне 7-8 тенкĕпе туяннă, кăçал - 13 тенкĕрен те хаклăрахпа. Продукцишĕн укçине çийĕнчех тÿлеççĕ е аванс шучĕпе параççĕ. Пĕлтĕртенпе çынсене заявкăсем тăрăх ашлăх чĕрĕ сыснасем сутассине йĕркеленĕ. Район центрĕнчи пасарта вырнаçнă «Аш-какай лавккинче» тин пуснă выльăх какайне туянма пулать.

Çĕнни пурнăçа кĕрет

Суту-илÿпе пулăшу меслечĕсене лайăхлатса пынипе пĕрлех пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кашни çулах юсавпа строительство валли укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Кăçал кăна акă мĕн чухлĕ паха улшăну пулнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Çĕмĕрле районĕнчи Турханта тĕпрен юсаса хăтлăх кĕртнĕ суту-илĕвĕн пысăк центрĕ хута кайнă. Унтан Элĕк районĕнчи Тукташ лавккине юсаса çĕнетнĕ: шыв та, çут çанталăк газĕ те кĕртнĕ. Шураçпа Мартынкасси лавккисенче те юсав вĕçленнĕпе пĕрех. Элĕке Шупашкар енчен пырса кĕнĕ вырăнта райпон автомобиль пайĕсем сутакан лавкка пур. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче кафе уçасшăн, ăна икĕ уйăхрах йĕркене кĕртесшĕн.

Ураскилтре райпон пĕр лавкка пур-ха, вăл ял варринерех вырнаçнă. Тавар туянакансене, пайçăсене меллĕрех пултăр тесе кăçал ял хĕррине, чиркĕве тата автобус чарăнăвне хирĕç çĕнĕ çурт туса лартнă. Ăна авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçнă. Халăх питĕ кăмăллă: лавкка илемлĕ, хăтлă, тавар ассортименчĕ пуян. Шалта чей ĕçмелли пысăк сĕтел вырнаçтарнă, автобус кĕтекенсем те, чиркĕве пыракансем те канса, ăшăнса ларма пултараççĕ. Вăхăта вуласа ирттерес текенсем валли библиотечка пур. Эпир çитнĕ чухне те лавккара халăх туллиехчĕ. А.В.Григорьева заведующи палăртнă тăрăх - куллен çапла, çавна май тăрăшса ĕçлес хавхалану та пысăк.

Паха технологисене алла илсе, хулари супермаркетсенчен юлмасăр ĕçлекен лавкка ĕçĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Райцентрти «Центральный» гастроном талăкĕпех уçă. Вăл тавара ирĕклĕ суйламалли йĕрке çине виçĕ çул каялла куçнă. «Унтанпа тавар çаврăнăшĕ чылай ÿсрĕ, халăх нумай килет, - тет С.Н.Еремеева заведующи. - Суту-илÿри çĕнĕлĕхсемпе усă курма тăрăшатпăр. Çав шутра - банк карттисемпе. Кассăри пĕчĕк терминалпа усă курса туянакан тавар хакне банк карттинчи счетран тытса юлма май пур. Çавăн пекех дисконт карттипе те ĕçлеме пуçларăмăр. Вăл лавккари хăш-пĕр тавара хакне чакарса туянма май парать». Калаçăва Мăн Шĕвĕшре пурăнакан Т.Я.Тихонова хутшăнчĕ. «Элĕке час-часах килмелле пулать те кашнинчех çак гастронома кĕретĕп. Сутуçисем ĕçчен те ăшă кăмăллă, тавар ассортименчĕ пуян - кунта мана килĕшет», - палăртрĕ вăл.

Çăкăрĕ çемçе, пĕремĕкĕ тутлă

Райпо предприятийĕсем туса кăларакан продукци пахалăхĕ пирки ырласа калаçнине тăтăшах илтме тивет. Çăкăр заводне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, паха оборудовани вырнаçтарнă хыççăн кăтартусем чылай лайăхланнă. Çăкăр-булка пĕлтĕр уйăхра 20-30 тонна пĕçернĕ пулсан халĕ 55-65 тоннăна çитернĕ. Ку продукци завод склачĕсенче пухăнмасть. Райпон çăкăр турттаракан тăватă машинипе вĕсене лавккасене валеçеççĕ. Кăпăшка, тутлă çăкăр-булкăна хăвăртах туянса пĕтереççĕ. «Ĕç малалла та çакăн пекех ăнăçса пырсан çăкăр пĕçерекен тепĕр пысăк ротор-кăмака туянас шухăш пур, - тет пахча çимĕç комбиначĕн генеральнăй директорĕ Г.Д.Львова. /Сăмах май, çăкăр заводне пĕлтĕр çак комбинатпа пĕрлештернĕ/. - Ассортимента анлăлатса, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Çавăнпа кондитер цехĕн продукцине те - пĕремĕк-печение, мармелада, шерпете - лайăх туянаççĕ. Рабочисен йышне хушмасăрах ĕç тухăçлăхне ÿстерме пултартăмăр, хальхи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни, чылай ĕçе автоматизацилени пулăшрĕ».

Пĕлтĕр çăкăр заводĕнче пысăк калăпăшлă юсав ирттернĕ пулсан кăçал пахча çимĕç комбинатне черет çитнĕ. Ун валли укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Кивелнĕ çуртсене куç умĕнчех çĕнĕ сăн кĕрсе пырать. Консерв, пылак шыв кăларакан, пахча çимĕç типĕтекен цехсем вырнаçнă çурта тул енчен тĕплĕн юсанă, кирпĕчпе хурса тухнă, тăррине çĕнĕрен витнĕ, пластик чÿречесем, тимĕр алăксем лартнă. Халĕ шалта хăтлăх кĕртме пуçласшăн, оборудование улăштарасшăн. Ку тĕллев пурнăçа кĕрсе пырать: кăçал пылак шыв тултармалли автомат, çĕнĕ автоклав туяннă.

- Производствăна аталантарма тăрăшатпăр. Çĕвĕ цехне анлăлатма тепĕр çурта юсаса çĕнетрĕмĕр. Цехра халĕччен 12 çĕвĕçчĕ. Халĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ, тата 10 çын кирлĕ, - тет райпо канашĕн председателĕ Ю.А.Харитонов. - Шухăшласа, палăртса хунине йăлтах пурнăçа кĕртесчĕ. Потребкооперацире ĕçлекенсен девизĕ - «Пĕрлĕхре - вăй». Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Коллективра пĕр-пĕрне ăнланса, халăхпа килĕштерсе ĕçлесен малалла кайма пулатех. Хисеплĕ ĕçтешсем, ветерансем, ентешсем, сире пурне те пысăк уявпа - Чăвашпотребсоюзăн 90 çулхи юбилейĕпе - саламлатăп. Сывлăхлă пулăр, пурнăçăр ăнса пытăр.



"Хыпар"
13 октября 2010
00:00
Поделиться
;