Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Укçа-тенкĕ шута юратать

Вырăнти бюджет шучĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсене сутăн илнĕ чухне укçа-тенкĕпе эффективлă усă курмалла.

Чăваш Республикин финанс министерствин патшалăх тĕрĕслевĕн пайĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенче (Элĕкри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ) тата сывлăх учрежденийĕсенче (Элĕкри тĕп больница) бюджет укçи-тенкипе 4569 тенкĕ те 87 пус эффективлă усă курманнине палăртнă. Кăçалхи октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне ку тăкака пĕтернĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕнче, Юнтапа шкулĕнче, çавнашкал тĕслĕхе татах асăрханă. Укçа сумми пысăках мар-ха – 18 тенкĕ те 75 пус кăна. Çавна та тавăрса парса касса урлă приходланă. Укçа-тенкĕне ытлашши тăкакланă ертÿçĕсене асăрхаттарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 октября 2010
00:00
Поделиться
;