Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуртсем çĕкленеççĕ

2010 çулта кивĕ те авариллĕ çуртсенчен граждансене урăх çĕре куçарас программăпа килĕшÿллĕн ятарлă фондран района сахал мар укçа-тенкĕ уйăрса панă.

2008 çултан пуçласа Элĕк салинче тĕллевлĕ программăпа нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленеççĕ.

Паянхи куна илес пулсан райцентрти Октябрьски урамĕнчи 9-мĕш çуртри пÿлĕмсене пÿлес ĕçсем пыраççĕ. Виççĕмĕш хутра плитасене хурассипе тимлеççĕ.

Советски урамĕнчи 18-мĕш çуртра та строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Кунта иккĕмĕш хута купаласа хăпартассипе ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш хутри стенасене якатас ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2010
00:00
Поделиться
;