Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕне выльăх тытмасăр май çук

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра мĕн-пур йышши хуçалăхсенче 2189 тонна аш-какай, 19208 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан аш-какай туса илесси – 101,3 процент, сĕтпе – 92 процент. Ял хуçалăх предприятийĕсем 366,4 тонна аш-какай туса илнĕ (иртнĕ çулхи 9 уйăхрипе шутласан – 87,5 процент). Сĕт кăтартăвĕ – 3306,3 тонна (пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 99 процент). Кашни ĕнерен вăтамран 3671 килограмм сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхинчен 516 килограмм нумайрах). Сĕтпе чи пысăк кăтарту – «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсен, аш-какайпа – «Новый путь», «Звезда» ял хуçалăх кооперативĕсен.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 109,95 пулнă, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2387. Ĕнесем пĕтĕмпе – 5625 пуç. Сыснасем пурĕ 3827 пуç пулнă, 1582-шĕ – ял хуçалăх предприятийĕсен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2010
00:00
Поделиться
;