Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Черетлĕ сезон уçăлчĕ

Элĕкри культурăпа кану центрĕ концерт сезонне уçрĕ. Программăна культурăпа кану центрĕн коллективĕсем тата художество пултарулăх кружокĕсене çÿрекенсем хутшăнчĕç. «Валинке» фольклор ушкăнĕпе ачасен «Çеçпĕл çеçкисем» фольклор коллективĕ чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. «Грация» тата «Топотушки» ушкăнĕсем куракансене ташăсемпе савăнтарчĕç. Ветерансен хорĕ те халăх умне тухрĕ. Уйрăм юрăçсем – З. Данилова, Л. Андреева, В.Корнилова, И.Афанасьева, Л.Филиппова илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. А.Васильева та куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2010
00:00
Поделиться
;