Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче

Районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче. Чăваш Республикин Юстици министрĕн çумĕ Галина Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев тата Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов «Элĕкри тĕп больница» муниципаллă сывлăх учрежденийĕн, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Галина Васильевна кунăн тĕп темисене – Чăваш Енри хуçалăхсенчи, районсенчи суйлавсен кăтартăвĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен социаллă-экономикăллă аталанăвĕ, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе тăракан задачăсем çинчен çутатса панă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннисене районăн социаллă-экономикăллă пурнăçĕ çинчен каласа панă. Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов вырăнти малашлăх аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă.

Ертÿçĕсене ĕç коллективĕсенче хăйсене интереслентерекен чылай ыйтусем панă. Çынсене тулли хуравсем килĕшнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 октября 2010
00:00
Поделиться
;