Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Укçа тенкĕпе пулăшни – пысăк çăмăллăх

Агропромышленность комплексĕнчи предприятисем патшалăх енчен сахал мар пулăшу илеççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра хуçалăхсем тĕрлĕ шайри бюджетсенчен тавăрса памалла мар укçа тенкĕ 40 миллион та 668 пин тенкĕ илнĕ. Çав шутран Элĕк Ене федераллă бюджетран 16 миллион та 171 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 24 миллион та 497 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăка пула пĕтнĕ ял хуçалăх культурисемшĕн субсиди 12 миллион та 867 пин тенкĕ панă.

Çĕр пурлăхне ÿстерессипе бюджет ассигнованийĕн калăпăшĕ 976 пин тенкĕпе танлашнă. Элита вăрлăх туянассипе 1 миллион та 316 пин тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. С.Волков, В.Журавлев, Г.Исаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене туяннă. Ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсене туяннине саплаштарма ял хуçалăх предприятийĕсем 2 миллион та 67 пин тенкĕ илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 октября 2010
00:00
Поделиться
;