Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк врачсене чысларĕç

«Элĕкри тĕп больница» сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен муниципаллă учрежденире ырă йăла пур. Çамрăк специалистсем професси ĕçне тытăннине чыслаççĕ.

Кăçал Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă виçĕ специалист интернатура срокне ирттернĕ хыççăн Элĕкри тĕп больницăна суйласа илнĕ те поликлиникăра ĕçлеме пуçланă. Халĕ Инна Юрьевна Никонорова врач-дерматовенеролог, Татьяна Юрьевна Федорова врач-офтальмолог, Ольга Юрьевна Сидорова участокри врач-терапевт.

Тĕп врачăн çумĕ В.Архипова, уява уçнă май, çамрăк специалистсене професси ĕçне кÿлĕннĕ ятпа саламларĕ. Пухăннисене пурне те тыткăнлаканни çамрăк врачсем хăйсем тупа тунине вуласа пани тата медицина ĕçченĕн обязательствине йышăнни пулчĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 октября 2010
00:00
Поделиться
;