Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

М.Игнатьев Элĕксене саламланă

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Элĕкре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне халалланă уява хутшăннă.

Уяв хăнисене ял тăрăхĕсен культурăпа кану центрĕнче хуçалăхсен «Кĕркунне-2010» куравне хутшăнакансем кĕтсе илнĕ. Вĕсем хăйсем ырми-канми ĕçлесе çитĕнтернĕ пуян ĕçме-çимепе паллаштарнă. Президент экспозицисене пăхса çаврăннă, акт залĕнче пухăннă ял ĕçченĕсене саламланă, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене панă.

«Паян эпир питех те шăрăх çу кунĕсене тÿссе ирттернĕ, тыр-пула упраса хăварас, лару-тăрăва йĕркелес тĕллевпе пĕтĕмпех тунă ял çыннисене чыслатпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулнă май эпĕ аграрисемпе курнăçса вĕсем шанчăка çухатманнине, тар кăларса вăй хунине курса ĕнентĕм. Ял ĕçченĕсене пулăшма субсиди шучĕпе 580 млн тенкĕ ытла уйăрнă, выльăх шутне упраса хăварнă предприятисене пулăшма тата 200 млн тенкĕ укçа пулать. Ку ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен республикăн выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекен отраслĕн пуласлăхĕ çакăнтан килет. Унсăр пуçне эпĕ яла пулăшасси çинчен калакан указа алă пусрăм. Палăртса хăварам: Элĕк районĕнче аталану вăй илни сисĕнет, анчах ку çителĕксĕр. Малалла аталанмалла, инвестицисем илсе килмелле, хамăр умра паян тăракан тĕллевсене пурнăçламалла. Тĕп йытусен шутĕнче - ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă çивĕчлĕх. Ку енĕпе пĕтĕм яваплăх ертÿçĕсем çине тиенет. Ĕçе механизацилемелли пирки аса илтеретĕп. Ку енĕпе сирĕн кирли пĕтĕмпех пур, ĕçлемешкĕн кăмăл кăна пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев Элĕксене ĕçре çитĕнÿсем, вăй-хал тата лайăх кăмăл-туйăм сунса.   



"Хыпар"
30 октября 2010
00:00
Поделиться
;