Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет

Элĕк тăрăхĕ куç умĕнчех улшăнса пырать. Кăçал уйрăмах ырри, çĕнни сахал мар пулса иртрĕ. Çакна тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕç-хĕл те, унччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни те çирĕплетет. Район ертÿçисем кăçалхи çула татăклă улшăнусен çулталăкĕ пултăр тенĕ чĕнÿ пурнăçа кĕме тытăнни уççăнах палăрать. Район аталанăвĕпе тĕплĕнрех паллаштарма «Хыпар» тĕпелне ертÿçĕсене чĕнтĕм.

Çĕнелет Элĕк ен

Ялсен сăн-сăпачĕ çĕнелнине, пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйтусене татса парассипе мĕнле ĕçленине район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - Александр Николаевич Куликов хыпарларĕ:

- Граждансене кивĕ тата çĕрĕшнĕ çуртсенчен хăтлă çурт-йĕре куçарас тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Элĕк салинче хальхи вăхăтра 9 хваттерлĕ икĕ çурт туса пĕтерессипе ĕçлетпĕр. Вĕсене çулталăк вĕçлениччен хута ямалла. Сăмахран: çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 18 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Шĕмшеш салинче те çак программăна пурнăçа кĕртсе 18 хваттерлĕ çурт тума тытăнатпăр. Проекчĕ хатĕр. Çитес çул Элĕкре 12 тата 18 хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем хута яма йышăнтăмăр.

Ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа лартас тата хăтлăх кÿрес тĕллевлĕ проекта пурнăçласа эпир республикăри конкурса ăнăçлă хутшăнтăмăр. Икĕ ял тăрăхĕнче çак мероприятие пурнăçа кĕртме палăртнă проекта ăнăçлă хÿтĕлерĕмĕр. Чăваш Сурăмпа Тавăт ял тăрăхĕсенчи культурăпа кану çурчĕсене тата вăтам шкулпа фельдшер çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнететпĕр. Тавăтри вăтам шкул çуртне çĕнетме 2 миллион та 682 пин тенкĕ ытла, Чăваш Сурăмри фельдшер пунктне 2 миллион ытла уйăрнă.

Тавăт ял тăрăхĕнчи Хирлеппуç Мĕлĕш ялне автоçул тума тытăнтăмăр. Çитес çул вĕçлетпĕр. Кăçал çулсене юсама 7 миллион тенкĕ ытла тăкакларăмăр. Элĕк салинче Парк урамĕнче 340 метр тăршшĕ такăр çул хыврăмăр.

Çитес çул хута ямалли объектсем те паллă. Тĕслĕхрен, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейн тума 80 миллион тенкĕлĕх проект хатĕрлерĕмĕр, Элĕк салинче бизнес-инкубатор, тасатмалли сооружение тĕпрен юсамалла, таса шывпа тивĕçтерме артезиан шăтăкĕсене алтса йĕркене кĕртмелле тата тирпей-илем, хăтлăх кÿрессипе тумалли ĕç те пайтах. Чи кирли – инвесторсене явăçтарасси, Элĕк халăхне пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси.

Çĕре юратсан

Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа Анатолий Иванович Прохоров паллаштарчĕ:

- Элĕк тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем кăçал палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн уйрăмах тăрăшуллă ĕçлерĕç. Кăçалхи шăрăх çанталăк ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен умне йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ пулин те чăрмавсене сирсе кашниех малалла талпăнчĕ. Уй-хир ĕçченĕсем кашни выльăх пуçне 20,2 центнера яхăн апат янтăлама пултарчĕç. Ку вăл республика шайĕнче япăх мар кăтарту. Тĕш тырă тухăçĕ пысăках мар пулин те ăна вăхăтра пухса кĕртрĕмĕр. Кĕрхи культурăсене 3753 гектар çине акса хăвартăмăр, ку вăл - маларах палăртнинчен 7,2 процент ытларах. Калчасем парка шăтса тухрĕç. 3660 гектар çинче кĕрхи çĕртме туса хăвартăмăр. Ку таранччен усă курман çĕрсене те çаврăнăша кĕртме пултартăмăр. Кăçал кăна 3851 гектар сухаларăмăр. Ехремкассипе Тени ял тăрăхĕсем палăртнă тĕллевсене ирттерсе пурнăçларĕç. Ураскилт ял тăрăхĕнче çак ĕçе инвесторсене явăçтартăмăр. Унта «Золотое руно» агрофирма ĕçлеме тытăнчĕ. Хальлĕхе 550 гектар çереме пусă çаврăнăшне кĕртрĕç. Çурла уйăхĕнче 206 пуç ăратлă сурăхсемпе качакасем илсе килчĕç. Пирĕн тăрăхра çĕр çинче ĕçлекен пуçаруллă çынсем пурри хавхалантарать. «Ÿркенмен ăста пулнă», тесе - ахальтен каламан. Ăстасен хисепĕ ÿсни паха.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çĕнĕлĕхсем пур. Сĕт сăвăмĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿсрĕ. Тĕрлĕ тытăмри хуçалăхсенче ĕне-выльăх 10995 пуç шутланать, вĕсенчен 5675-шĕ сăвакан ĕнесем. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра сурăх ĕрчетекенсем йышланчĕç. Паянхи куна сурăхсем - 9470 пуç. Районта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси пирки тимлеççĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх пăру вити, «Новый путь» ĕнесене пăрулаттармалли çĕнĕ технологиллĕ ферма çуртне хута ячĕç.

Тĕпрен илсен, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшрĕç.

Леонид Анатольевич Читнаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Çĕр ĕçченĕсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăкки савăнтарать. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ район аталанăвĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Кашниех ырă ята, хисепе тивĕç. Эрне кун аграри тытăмĕнче ырми-канми ĕçлекенсене чысларăмăр. «Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен тĕшшине пирĕн тăрăхри çĕр ĕçченĕсем ăша хывнă. Эпĕ вĕсене тăрăшулăхшăн, пуçарулăхшăн тав туса çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.



"Хыпар"
02 ноября 2010
00:00
Поделиться
;