Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕлĕх вăй илсе пырать

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта республика шайĕнче иртекен «Основы религиозных культур и светской этики» ятпа чи пĕрремĕш методикăлла хатĕрлев урокĕсен тапхăрĕ пулчĕ. Муниципаллă тапхăрта районти шкулсенчен 14 ĕç тăратнă. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче методикăлла ĕçсенчен çак материалсене суйласа илнĕ. Пĕрремĕш вырăна «Основы православной культуры» модульпе Элĕкри шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Н.Л.Ивановăпа Тени шкулĕн истори урокĕсене вĕрентекен В.К.Максимов çĕнсе илнĕ. «Основы светской этики» модульпе пĕрремĕш вырăна икĕ вĕрентекен пайланă: Элĕкри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ М.М.Леонтьевăпа кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Т.В.Никандрова. Иккĕмĕш вырăнта вара Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕ А.В.Кондратьева. «Основы мировых религиозных культур» модульлĕ тапхăрта Питĕшкасси шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Е.П.Васильева малти вырăна тухрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2010
00:00
Поделиться
;