Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисене ĕçе вырнаçтараççĕ

Кăçалхи 9 уйăхра ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçсĕр тăрса юлнă 100 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. Ку вăл çулталăк планĕн 98 проценчĕ пулать. 14-18 çулсенчи çамрăксене, пурĕ вĕсем 230 арçын ачапа хĕрача, шкулта вĕренмен вăхăтра ĕçпе тивĕçтернĕ. 1637 граждана професси хăнăхтарăвĕ панă, 75 ĕçсĕр çынна професси пĕлĕвĕ илме янă. Вăхăтлăх тата яланлăх ĕçсенче ĕçлеме урăх регионсене 9 çынна вырнаçтарнă.

Хальхи вăхăтра ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕçпе тивĕçтермешкĕн 14 килĕшÿ тунă. Вĕсем стажировкăра пулса ĕç опытне пухаççĕ.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелекен 73 çынна укçа-тенкĕпе пулăшнă. Ку енĕпе çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр 14 çынна пулăшу пама пăхнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2010
00:00
Поделиться
;