Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ

Паянхи кун тĕлне ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани парассипе районта 13 шкул ĕçлет. Вĕсенчен 9-шĕ – вăтам, 4-шĕ тĕп пĕлÿ параççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмĕнче районта 400 çын вăй хурать. Вĕсен шутĕнче 239 педагогика ĕçченĕсем: 214 вĕрентекен, 10 воспитатель, 9 социаллă педагог, 2 педагог-психолог тата производствăлла вĕрентĕвĕн пĕр мастерĕ.

225 педагог аслă пĕлÿллĕ, тепĕр 14-шĕ профессиллĕ вăтам пĕлÿ илнисем. Вĕрентÿ тытăмĕнче 20 çул ытла тăрăшнисем – 145-ĕн.

Районти тăватă шкул çумĕнче ача сачĕсем ĕçлеççĕ. Шкула кайманнисемпе 6 воспитательпе 4 кĕçĕн воспитатель тимлеççĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2010
00:00
Поделиться
;