Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуçлăх хуçалăх ĕçĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра пулнă. Вăл малтанах 200 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ферма тунă çĕре çитсе курнă. Кунти строительство ĕçĕсем октябрь уйăхĕнче пуçланнă. Объекта çитес çул ĕçе яма палăртнă. Хальхи вăхăтра свайсем çапассипе ĕçлеççĕ. Хуçалăх фермăна хăйĕн вăйĕпех тăвать. Леонид Анатольевич кăçал çĕкленнĕ 90 пуç вырнаçмалăх пăру витине те пăхса çÿренĕ. Çĕнĕ çуртра хальлĕхе çамрăк выльăхсем 80 пуç шутланаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи тĕл пулу вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине малалла аталантарас енĕпе тăракан ыйтусене те сÿтсе явнă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче - 305 ĕне выльăх, çав шутран сăвакан ĕнесем 70 пуç. Хуçалăхра кашни ĕнерен 3760 килограмм сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхинчен 67 килограмм нумайрах.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2010
00:00
Поделиться
;