Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть

Ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕре комплекслă майпа лартас тата хăтлăх кÿрес проекта пурнăçласа район администрацийĕ республикăри конкурса хутшăннă. Икĕ ял тăрăхĕ çак мероприятие пурнăçа кĕртме палăртнă проекта ăнăçлă хÿтĕленĕ. Чăваш Сурăмпа Тавăт ял тăрăхĕсенчи культурăпа кану çурчĕсене тата вăтам шкулпа фельдшер çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

Тавăт ял тăрăхĕнчи Хирлеппуç ялне автоçул тума тытăннă. Элĕк салинче Парк урамĕнче 340 метр тăршшĕ такăр çул хывнă. Кăçал райцентрта тăхăр хваттерлĕ икĕ çурт хута каймалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2010
00:00
Поделиться