Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Симĕс беретсем» асăну хăми вырнаçтарнă

Пушкăртра йĕркеленнĕ «Симĕс беретсем» юрă ансамбльне паян пĕтĕм çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. Концертсем ирттерет те пултарулăх коллективĕ, хăйсем вĕреннĕ шкулсенче асăну хăмисем вырнаçтарать, шырав ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Пĕтĕмпех – хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе. Курăр-ха, «симĕс беретсем» çак таранччен 1358 асăну хăми уçнă вĕт. Тин кăна вĕсем Юнтапа шкулĕнче концерт кăтартнă, кунта вĕреннĕ А. Иванов ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă. Алексей Чулкаç ялĕнчи нумай йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 2000-мĕш çулта Чечняра çар тивĕçне пурнăçланă чухне вăхăтсăр вилет. Асăну хăмине уçма Алексейăн шăллĕ Иван тата вĕсен пиччĕшĕн мăшăрĕ Елена Владимировна килнĕ. Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ «Симĕс беретсене» лайăх концертшăн ăшшăн тав тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2010
00:00
Поделиться
;