Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем çемье çавăраççĕ

Октябрь уйăхĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 12 ача çуралнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 5 пепке сахалрах. Иртнĕ уйăхра çут тĕнчене 4 арçын ачапа 8 хĕр ача килнĕ. Пĕрремĕш пепкесем – тăватă çемьере.

Октябрьте 33 çын (17 арçынпа 16 хĕрарăм) çут тĕнчерен уйрăлнă. Арçынсен вăтам пурнăçĕ 57 çул, хĕр арăмсен 80 çул.

14 мăшăрлану пулнă, пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 5 мăшăрлану ытларах. Октябрьте упăшкипе арăмĕ уйрăлма шут тытнă тĕслĕхе регистрацилемен. Пĕлтĕр вара çав уйăхра 7 çемье арканнă пулнă. Мĕнех калăн, пурнăçра тĕрлĕрен килсе тухать.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 ноября 2010
00:00
Поделиться
;