Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр çула çитме çăмăл мар

Асамат ялĕнчи Матрена Петровна Петрова 100 çул тултарчĕ.

Вăл 1910 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Асаматра çуралнă. Элĕк шкулĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ. 1930 çулта пĕр ял каччипе Петр Васильевпа çемье çавăрнă. Анчах та пĕрлехи пурнăç нумая пыман. Вăрçă пуçлансан унăн юратнă мăшăрĕ ытти арçынсенсемпе пĕрле фронта тухса кайнă та каялла таврăнман. 33 çулта мăшăрсăр тăрса юлнă. Юнашар 5 ача.

М.Петрова тăван хуçалăхра нумай çул хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе виçĕ хĕрпе икĕ арçын ачана ура çине тăратнă. Шел пулин те, халĕ тăваттăшĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Халĕ Матрена Петровна хăйĕн 75 çулхи хĕрĕпе пĕрле пурăнать. Çĕр çулхи ватă урама тухса çÿремест, пĕр вырăнта нумай вăхăт лараймасть, çавăнпа та пÿртре вăй-халĕ çитнĕ таран кĕштĕртетет. М.Петрова икĕ тĕнче вăрçине тÿссе ирттернĕ. Пурнăçри терт-нушине сахал мар курнă. Выçă ларни те пулнă, çывăх çыннисене çухатни те чун-чĕрине йывăрлăх кÿнĕ. Çапах та чăтнă, тÿснĕ, çĕр çула çитме пултарнă.

Юбилей ячĕпе ăна кам кăна саламламарĕ пулĕ. ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева тата ыттисем ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2010
00:00
Поделиться
;