Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

«Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» указ тухнăранпа виçĕ çул иртрĕ (2007, чÿк). Вăл мĕнле пурнăçланать-ха;

2008 çултан пуçласа республика тата вырăнти влаçсен пĕрлехи вăйĕпе культурăпа кану çурчĕсене 46 учрежденине тĕпрен юсанă. Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçапа кашни клуб валли çутă, компьютер оборудованийĕ, сасса вăйлатакан хатĕрсем, принтерсем, сканерсем, сцена тумĕн комплекчĕсене 500 пин тенкĕлĕх туяннă.

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнче çĕнĕ йышши клуб учреженийĕсенчен тепри ĕçлеме пуçланă. Клубра 1978 çулта тунă. 2010 çулта ăна тĕпрен юсама Чăваш Республикин бюджетĕнчен пĕр миллион тенке яхăн уйăрнă, çавăн чухлех – муниципалитет бюджетĕнченчен.

Хальхи вăхăтра кунта культурăпа кану енĕпе 9 кружок ĕçлет. Унта 100 яхăн çын çÿрет. Кăçал çамрăксем валли тренажер залĕ уçнă. Ялта пурăнма кичем мар. Иртнĕ çул кунта тĕрлĕ 200 яхăн мероприяти ирттернĕ. Чăваш Сурăмĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕн тивĕçĕсене Наталия Гаврилова пурнăçлать. Вăл отрасльте 12-мĕш çул ĕçлет.



"Хыпар"
18 ноября 2010
00:00
Поделиться
;