Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шурă халатлисем те юн пачĕç

Районти тĕп больницăра Донор кунĕ иртрĕ. Çак ырă та пархатарлă ĕçе темиçе хутчен юн паракансемпе пĕрлех пирвайхи донорсем те хутшăнчĕç. Пĕлетĕр-и – 106 çын хăйсен кăмăлĕпе юн пачĕç Донор кунĕнче.

Шурă халатлисем - çын сăвлăхĕшĕн тăрăшаканĕсем. Яланхи пекех, вĕсем чи маттур донорсем пулчĕç. Сывлăха сыхлакан 35 ĕçчен хăйсен ирĕкĕпе юн пачĕ вĕт. Донор кунĕнче Тени, Ехремкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, Пенси фончĕн ĕçченĕсем палăрчĕç.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн 11 хисеплĕ донорĕ пурăнать. Донор кунне пурте вĕсем тулли кăмăлпа хутшăнчĕç. 9 çын вара пĕрремĕш хут юн пачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2010
00:00
Поделиться
;