Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Куликов  «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче, ача-пăча спорт шкулĕнче пулнă, «Строймонтаж» обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Районта тĕп больница коллективĕпе паянхи кун кăларса тăратнă хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех тĕл пулусенче Чăваш Республикинче массăллă физкультурăпа, професси спортне аталантарас, сывă пурнăç йĕркин никĕсĕ вырăнне хурса физкультурăпа, професси спортне аталантарас, сывă пурнăç йĕркин никĕсĕ вырăнне хурса физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçне тухăçлăрах йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă, çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2010
00:00
Поделиться
;