Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыйтăва тÿрех татса пама тăрăшаççĕ

Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕнче яланах ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илеççĕ. Килнĕ çынна тимлĕн итлесе вăл е ку ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Козлов ваттисене хисепленине те палăртмалла. Вăл тăрăшнипех масарсене, урамсене тирпейлесе тăраççĕ.

- Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен чи пирвайхи тивĕçĕ – ял халăхĕшĕн тăрăшасси, - тет Э.Козлов.

Ураскилтре çурт лартакан çемьесене те пулăшмасăр хăвараççĕ. Эдуард Германович наци проекчĕсем çинее тимлĕх уйăрса тăрăшса ĕçлет, лайăх пурнăçшăн, малашлăхшăн тăрăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2010
00:00
Поделиться
;