Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк юрăçсем – конкурсра

Авалхи наци культурине упрас, унăн пĕлтерĕшне ÿстерес, халăх юррисене пысăка хурса хаклас, ачасемпе çамрăксене ăс-хакăл культурин пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче халăх юррисене юрлакансен республикăри «Сентти» II конкурсĕ иртнĕ.

Унта ачасен «Сатлай» фольклор ансамблĕн солистки Софья Иванова (Мăн Вылă) тата Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» фольклор ансамблĕ çумĕнчи ачасен «Çеçпĕл çеçкисем» фольклор студийĕн солистки – Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Светлана Егорова хутшăннă. Вăл конкурсра «Уяв юрри» чăваш халăх юррине тата «Ух ухлатса тăмани» (çăварни юрри) тăратнă. Жюри çамрăк юрăçсен пултарулăхне пысăк хак панă. Конкурсра хутшăннисене дипломсем, хаклă парнесем парса чыс тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2010
00:00
Поделиться
;