Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăтлăх кÿреççĕ

Юлашки вăхăтра Элĕк тăрăхĕ çĕнелсе ешернине курма кăмăллă. Чи пĕлтерĕшли - çак ĕçе халăха явăçтарни. Тирпей-илем кÿрессипе те районта тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. Кăçал кăна ирĕк памасăр уçнă 115 вырăна пĕтернĕ. Пĕтĕмпе çу кунĕсенче 277 тонна ытла çÿп-çапа пуçтарнă. Йывăç лартас ĕçре те Элĕксем хастар. Çуркуннепе кĕркуннехи тапхăрта 9404 хунавпа 2955 тĕм лартнă. Халĕ вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

Муниципалитет тытăмĕнче вăй хуракансем халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Тавралăха тирпей-илем кÿрес тата йывăç лартас ĕçе 5737 çын хутшăннă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2010
00:00
Поделиться