Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нимĕçле те, чăвашла пĕлеççĕ

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче муниципалитет шкулĕсенче вĕренекенсен олимпиадисем иртрĕç. Унта 7-11-мĕш классенчи ачасем нимĕç тата чăваш чĕлхисене хăшĕ лайăхрах пĕлнине кăтартрĕç. Нимĕç чĕлхипе чи пысăк кăтарту – 120 балл. Ку предметпа пуринчен малти Элĕк шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Ольга Захарова пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта та çак шкулти 11 класра вĕренекен  Дмитрий Александров. Виççĕмĕшĕнче – Вутлан шкулĕнчи Елена Капитонова.

Чăваш чĕлхеçисен тупăшăвне 8-11 классенче вĕренекен 80 хĕрпе каччă хутшăнчĕ. Чи лайăх кăтарту – Вутлан шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Трофимован, Юнтапа шкулĕнчи 9-мĕш класри Раиса Моисееван. Элĕк шкулĕнчи 8-мĕш, 9-мĕш,10-мĕш классенче вĕренекен Татьяна Львова, Ангелина Викторова, Диана Петрова – иккĕмĕшсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 декабря 2010
00:00
Поделиться
;