Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ техника хушăнать

«Новый путь» хуçалăхра машина-трактор паркĕсен хăватне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ. Ăнăçлăхĕ, паллах, техникăна çĕнетнинчен нумай килет. Юлашки пилĕк çулта кăна хуçалăхра çĕнĕрен 9 единица хушăннă, çав шутра тракторсем, комбайнсем те. Çак кунсенче кăна ял хуçалăх предприятийĕ çĕнĕ «Беларусь-82» тракторсене иккĕ илсе килнĕ.

Ял хуçалăх машинисем те, тĕпрен илсен, çĕнетсех пынисем. Паянхи куна илсен, машина-трактор паркĕнче пĕтĕмпе техника 66 единица шутланать. Тракторсемпе машинăсене, кăкарса ĕçлемелли техникăна юсама, упрама условисене лайăхлатсах пыраççĕ. Чăваш Сурăмĕнчи паркра ăшă гараж турĕç. Мăн Шĕвĕшре, Юлăшра та ĕçсем хĕрсех пычĕç.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2010
00:00
Поделиться
;