Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсен ĕçĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А. Читнаев Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра тата «Золотое Руно» Агрофирма» обществăра пулчĕ.

Леонид Анатольевич Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 200 пуç вырнаçмалăх сĕт-çу фермин строительстви мĕнле пынипе паллашрĕ. Паянхи куна илсен, пысăк витен каркасне вырнаçтарнă. Объектра, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, ĕçсем малалла пыраççĕ. Кăçал ку хуçалăхра 100 пуç вырнаçмалăх пăру витине те çĕкленĕ. Халĕ кунта çамрăк выльăхсем 89 пуç шутланаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсем пурĕ 299 пуç. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, выльăхсен йышĕ 1,7 процент ÿснĕ. Пĕтĕмпе 279 тонна сĕт суса илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 4,8 процент пысăкрах.

«Золотое Руно» Агрофирма» кăçал ĕçлеме пуçланă. Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна фермăна 206 пуç сурăх илсе пынă. Ку таранччен выльăхсен шучĕ 16 пуç ÿснĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев сурăхсен йышĕн тата выльăх апачĕн базин ыйтăвĕсемпе интересленнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 декабря 2010
00:00
Поделиться