Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавăт шкулĕ 125 çулта

Раштавăн 11-мĕшĕнче Тавăтри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул 125 çул тултарчĕ. Юбилей уявне кунта вĕреннисенчен нумайăшĕ килнĕ.

Шкул историйĕпе тата паянхи пурнăçпа С.Петухов директор паллаштарчĕ. 2007 çултанпа ку вĕренÿ заведенийĕ «Сывлăх шкулĕ» программăна пурнăçлассипе сăнав вырăнĕ шутланать. Кунта ачасен сывлăхне çирĕплетессипе мĕн кирли пурте пур: тренажер залĕ, йĕлтĕр бази, теннис площадки, хоккей коробки, спорт залĕ, спорт хули. Вĕренекенсене 2 хутчен апат çитереççĕ. Сывă пурнăç йĕрки лайăх кăтартусем тума пулăшать. Юлашки 3 çулта шкул Раççей  чемпионачĕн 1 çĕнтерÿçине (2008ç.), Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен 6 призерĕпе республика шайĕнчи 53 призера хатĕрленĕ.

Шкула юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев саламларĕ, ноутбук парнелерĕ. Уяв каçĕнче çавăн пекех вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Э. Николаев, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Э.Ржанова салам сăмахĕсем каларĕç. Кунта нумай çул ĕçленĕ С.Куликовпа Е.Герасимова та сăмах илчĕç.

Хăнасене шкул кăтартса çÿрерĕç, вĕренсе тухнисем вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç. Уяв каçĕ савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 декабря 2010
00:00
Поделиться
;