Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Икçĕрмĕш ача çуралнă

Пур ашшĕпе амăшĕшĕн те ача çурални чи савăнăçлă та кĕтнĕ самант.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2010 çулта çуралнă 200-мĕш ачана регистрациленĕ. Пепке раштавăн 17-мĕшĕнче кун çути курнă. Асамат ялĕнчи Николай Николаевичпа Екатерина Петровна Никоноровсен çемйинче иккĕмĕш ача вăл. Хĕр ачана Юлия ят панă.

ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем ашшĕне хĕр çурални çинчен калакан свидетельствăна панипе пĕрлех пепкене таса та сывă ÿсме, телейлĕ пулма суннă. Ача ашшĕпе амăшне телей парнеленине пĕлтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2010
00:00
Поделиться
;