Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăххисен йышне лекнĕ

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта республика шайĕнче иртекен «Основы религиозных культур и светской этики» ятпа методика енĕпе хатĕрлев урокĕсен малтанхи тапхăрĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие пурĕ 14 ĕç тăратнă. Питĕшкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Е.П.Васильеван ĕçĕ чи лайăххи пулнă. «Основы мировых религиозных культур» модульлĕ тапхăрта вĕрентекенĕн «Паломничества и святыни» темăпа çырнă методика ĕçĕ республика конкурсне тăратнă 127 ĕçрен малтисен йышне лекнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2010
00:00
Поделиться
;