Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕл Мучисемпе Юрпикесем тупăшрĕç

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи каток çинче «Çĕнĕ çулхи пăр çинчи шоу» уяв иртрĕ. Мероприятие ял тăрăхĕсенчен Хĕл Мучисемпе Юрпикесем пуçтарăнчĕç. Конкурссенче вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. Çĕнĕ çул чăрăшĕ тавра Хĕл Мучипе Юрпике курма килнисемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Хĕл Мучипе Юрпике пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Ехремкассинчи хăнасем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи Хĕл Мучипе Юрпике те малтисен йышне çакланчĕç. Уява хутшăнакансене дипломпа тата парнесемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2010
00:00
Поделиться
;