Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрне ăнлансан йывăрлăхсем парăнаççĕ

– Леонид Анатольевич, çулталăк вĕçĕнче еплерех пĕтĕмлетÿсем турăр;

– 2010 çул çăмăлах пулмарĕ. Апла пулин те мĕн шутласа хунине çулталăк тăршшĕпе пурнăçлама тăрăшрăмăр.

– Кăçалхи çул халăхшăн мĕнпе асра юлчĕ;

– Элĕк районĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланчĕ. 2010 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 9210 тенкĕпе танлашнă. Анчах та ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекен халăхăн вăтам ĕç укçи район шайĕпе танлаштарсан 36,8 процент сахалрах. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракан вăтамран 5493 тенкĕ илме пултарнă. Январь-октябрь уйăхĕсенче организацисенче ĕçлекен çынсен хисепĕ 2188 çынпа танлашнă. Ноябрь уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра пурĕ 58 çын тăнă. Ĕçсĕррисен хисепĕ декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,55 процентпа танлашать. Республика шайĕнчипе танлаштарас пулсан 1,2 процент пĕчĕкрех.

– Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

– 2010 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май çакна палăртмалла. Район администрацийĕ ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама тăрăшрĕ.

Çавăн пекех Чăваш республикинче 2020 çулччен аталантармалли тĕп çул-йĕре (стратеги) тата Чăваш республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне 2010 çулта янă Çырăвне пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕçленĕ.

2009 çултипе танлаштарсан пысăк тата вăтам организацисенче экономика ĕçĕ-хĕлĕнче вун пĕр уйăхра хаксем 17,7 процент хăпарнă. Ку вăл 464,4 млн. тенкĕ шутланать. Харпăр хăй производствинче туса илекен тавар çаврăнăшĕ ÿсрĕ.

– Халăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркелесе пыратăр;

– Икĕ çамрăк çемье кил-çурт çĕклесе лартмалли свидетельство илнĕ. «Социальное развитие села до 2012 года» федераллă программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулта кил-çурт условийĕсене лайăхлатма ялта ĕçлесе пурăнакансене 4342, 79 пин укçа куçарса панă. Çамрăк специалистсене тата çамрăк çемьесене те тимлĕх уйăрнă. Вĕсене 3623,8 пин тенкĕ парса тивĕçтернĕ. 12 граждан социаллă тÿлеве тивĕçнĕ. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 1 çемьене кил-çурт илме 2198000 тенкĕ укçа уйăрса панă.

Халăха кивĕ тата авариллĕ çуртсенчен урăх çĕре пурăнма куçарасси те тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе республика тата федераци бюджечĕ пысăк пулăшу параççĕ. Çынсене кивĕ тата авариллĕ кил-çуртран куçарассине тĕпе хурса пирĕн райцентрта икĕ çурт хута каймалла.

– Иртсе пыракан çул строительствăра мĕнле ĕçсем пурнăçланă;

– Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кÿрес, комплекслă компактлă çĕнетсе улăштарас енĕпе пилот проектне пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районта ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă çĕнетсе тата тирпей-илем кÿрес енĕпе мероприятисем пурнăçланă.

2010 çулта Тавăт тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвассипе конкурсра выляса илчĕç. Çитес çул валли çак тĕллевпе 17636,4 пин тенкĕ, çав шутран республика бюджетĕнчен 11215,2 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 6421,2 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн Тавăт ял тăрăхĕнче Тавăтри культурăпа кану центрĕн, Кĕçĕн Тăванти фельдшер пункчĕн çурчĕсене юсанă, Тавăтри вăтам шкулăн чÿрече блокĕсене улăштарнă. «Элĕк-Кивĕ Атикасси-Сăр- Хирлеппуç» (Хирлеппуç урамĕсенче) пурĕ 0,666 километр (пĕрремĕш черет) автомобиль çулĕсене тăвассипе ĕçленĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче Чăваш Сурăмĕнчи культура çуртне, Мартынкассинчи фельдшер-акушер пунктне çĕнетнĕ. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул çурчĕн тăррине тĕпрен юсанă. Кăçал вырăнти автомобиль çулĕсене 2,242 километр çĕнетнĕ.

– Аграри секторĕнче йывăрлăхсем пулчĕç-и;

– Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче хĕллехи сивĕсене тата халиччен те пулман шăрăх та типĕ çанталăка пула пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4593 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, 2624 гектар тĕш тырăсене пăрахăçлама тиврĕ. Тырă амбар виçипе пурĕ 3,6 пин тонна, гектартан 7-9-шар центнер пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми 2,442 пин тонна туса илнĕ.

Малтанлăха шутланă тăрăх мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче кăçалхи 12 уйăхра пĕтĕмĕшле сăвăм 23,2 пин тоннăпа танлашать. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан – 100,1 процент. Январь-декабрь уйăхĕсенче аш-какай 3,37 пин тонна туса илнĕ. Çакă планпа палăртнă производство калăпăшĕн 96,4 проценчĕпе танлашать. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенчи ĕне выльăхсен йышĕ – 10451 пуç, пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 100,1 процент. Ĕнесем 5787 пуç (100,1 процент), сыснасем 2365 пуç (100,9 процент).

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Паянхи куна илсен, ахаль выртакан çĕрсем – 7108 гектар, кăçал 4005 гектар çинчи лаптăка ĕçе кĕртнĕ.

Агропромышленность комплексĕнчи предприятисене патшалăх пулăшнă май, 2010 çулхи 12 уйăхра районти хуçалăхсем тĕрлĕ шайри бюджетсенчен тавăрса памалла мар 40,668 миллион тенкĕ илнĕ.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 255 килти хушма хуçалăх 31 миллион та 910 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Кăçалхи çу кунĕсем ял хуçалăхсенче ĕçлекенсене хытах тĕрĕслерĕç. Чылайăшĕ вара хăйсен çирĕплĕхне кăтартрĕç. Типĕ çанталăка пула тăкаксем пулнине саплаштарма района 16 миллион тенкĕ ытла килчĕ.

Ураскилтри «Золотое Руно» Агрофирма» ферма çуртне юсаса çĕнетрĕ. Сентябрь уйăхĕнче фермăна Эдильбаевски ăратлă сурăхсене 206 пуç илсе килнĕ. Районта сурăхсем ĕрчетме организаци 5 миллион тенкĕ ытла хыврĕ. «Золотое Руно»Агрофирма» 2014 çул тĕлне сурăхсен йышне 4000 пуçа çитерме планлать. Сурăхсем ĕрчетни ял хуçалăх производствин ĕçĕ-хĕлĕн тепĕр сфери пулĕ.

«Новый путь» тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх çурчĕсем ĕçе кайрĕç. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 200 пуç тытса тăмалли сĕт-çу фермине туса пĕтересси, Тавăт ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Томккăри фермăна çĕнетсе 200 пуç таран сурăх тытасси, Татмăш фермине çĕнĕрен юсаса 50 пуç ĕне выльăх тата 50 сысна усрасси, «Звезда» тата «Авангард» хуçалăхсенче 200-шер пуç тытса тăмалли фермăсене ĕçе ярасси, Чăваш Сурăм тăрăхĕнче тынасене валли ферма çĕклесси тата «Новый путь» хуçалăхри Юлăш ялĕнчи фермăра 1000 тонна сенаж упрамалли вырăн тăвасси – 2011 çулхи тĕп задачăсем.

– Кăçал вырăнсенче тирпей-илем тăвассипе сахал мар ĕçленĕ. Çу кунĕсем питĕ шăрăх та типĕ килчĕç, çавăнпа та ку енĕпе мĕнле мерăсем йышăнтăр;

– Чăнах та, тирпей-илем ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. «Элĕк районĕнчи пĕвесемпе кÿлĕсене тасатасси» программа йышăннă. Кăçалхи çул плотинасем тăвассипе, гидротехника сооруженийĕсене юсассипе, пĕвесене тасатассипе ĕçсем пуçланчĕç. 2010 çулта 12 пĕве тасатнă. Çак ĕç çине 740500 тенкĕ янă. 22 çăл 870650 тенкĕлĕх тунă. 2011 çулта вара 15 пĕве тасатмалла тата 26 çăл алтмалла.

Çуркуннепе кĕркунне районта пурĕ 9404 йывăç тата 2955 тĕм лартнă. Унсăр пуçне, ялти хуçалăхсенче 16 пĕчĕк архитектура формисем майлаштарнă, 2100 квадратлă метрлă лаптăкра чечек ÿстернĕ. Çÿп-çап районтан 277 тонна илсе тухнă. Ялсенчи çăвасене тирпейленĕ, картисене çĕнетнĕ, типсе хăрса ларнă йывăçсене каснă.

– 2010 çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Районта вĕрентÿ ĕçченĕсене пулăшас тĕллевпе çĕнĕ вĕренÿ формисем пулчĕç-и;

– Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне пĕрремĕш хут 10 вĕренекене панă. Кашнине 10-шар пин тенкĕ тивĕçнĕ. Çамрăк учительсен ассоциацине йĕркеленĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче çамрăк специалистсем ытларах кирлĕ. Çавăнпа та вĕсене вĕрентÿ ĕçне ытларах явăçтарас тесе çитес çултан пуçласа «хăпартнă» 5 пин укçа памалла тата хушма шалăва 10 процент ÿстермелле тунă.

– Леонид Анатольевич, район аталанăвĕн малашлăхĕ еплерех;

– Район аталанăвĕ – тĕп задачăсенчен пĕри. Пирĕн планра – ООО «Строймонтаж» завода малалла аталантарасси. 2011 çулта планра бизнес-инкубатор тăвасси, райцентрта нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çирĕплетесси тата тепĕр 12 хваттерлĕ çурт çĕклесси.

Район администраци пуçлăхĕ Леонид Читнаев калаçу вĕçленсе пынă май çакна каларĕ:

– Манран час-часах ыйтаççĕ: «Килес çул пире мĕн кĕтет; Малашлăхра шанăç пысăк-и;» Енчен те эпир хамăр ÿсĕмсене сыхласа хăварсан, тĕрĕс çул-йĕрпе пырсан çитес çул вĕçне кăтартусем татах та лайăхланĕç, паянхинчен витĕмлĕрех пулĕç.

– Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

– Тавтапуç! Меллĕ самантпа усă курса манăн Элĕк районĕнче пурăнакансене Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлас килет. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата вăй-хал сунатăп! Экономикăна аталантарассишĕн, район бюджетне ÿстерессишĕн, кăтартусене пысăклатассишĕн тăрăшакансене, хăйсене шанса панă ĕçре пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçлекенсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатăп. Элĕк районĕ лайăх еннелле кăна улшăнтăр, татах аталантăр. Аталанусăр малашлăх çук! Пурне те телей сунатăп!



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2010
00:00
Поделиться
;